Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Нумай точка (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

22§. Шухӑш вӗҫленменнине, калас тенине малалла калама тытӑнарах тӑнине палӑртма предложени вӗҫне нумай точка лартаҫҫӗ, сӑмахран: Яла таврӑнас чух ман пата телеграмма яр — эпӗ сана Автан ҫырми патне тухса унта ҫул тӑваткалӗнчи хурама айӗнче кӗтсе илӗп... (А. Артемьев).

23§. Предложени вӗҫне нумай точка лартни калаканнин кӑмӑлӗ пӑлханнине, асӑнакан ӗҫ-пуҫ унӑн пуҫӗнче тӗрлӗ шухӑш хускатнине пӗлтерет, сӑмахран: Килсерен ҫухӑрчӗҫ хӗрарӑмсем, ачасем... Ахлатрӗҫ ар ҫынсем... Ултӑ лавпа тиесе тухса кайрӗҫ ялтан ҫыхса пӑрахнӑ ҫынсене... Пӗр лавӗ ҫине тиерӗҫ 2-4 ҫулхи ачасене... (Ю. Скворцов).

24§. Нумай точкӑна калаканни пӑлханнине пула калаҫу юхӑмӗ татӑлса пынине кӑтартма лартаҫҫӗ, сӑмахран: — П-пыл ту... танса к-курасчӗ... — терӗ Яриле (Хв. Уяр).

25§. Нумай точка пӗр евӗрлӗ пулӑмсем ҫинчен каласа кайни татӑлнине кӑтартать, тӗслӗхрен:
Ан тив, сана хӗлле хёвел ҫунтартӑр,
Ан тив, шӳтертӗр ҫумӑр раштавра;
Ҫулла юр кастӑр, ҫаптӑр, чыхлантартӑр,
Ӳкертӗр тӑвӑл уяр кун уйра...
Темле пулсан та пур пӗр чӗрӳне
Ан пар тӗтреллӗ тунсӑх аллине
(А. Галкин)

Асӑрхаттарни. Хисеплесе кайни хыҫҫӑн запятойпа тире лартассине 70-мӗш параграфра ҫырнӑ.

26§. Калаҫу пӗр ӗҫ ҫинчен теприн ҫине куҫнине кӑтартма нумай точкӑна абзац умне те лартаҫҫӗ, сӑмахран:
— Юрату анне мар, ама ҫурри пулчӗ маншӑн... Итле...
...Ҫур ҫӗр тахҫанах иртнӗ ӗнтӗ, автансем иккӗмӗш хут авӑтрӗҫ. Икӗ хӗр ҫаплах лараҫҫӗ
(А. Артемьев).

27§. Нумай точка лартни (уйрӑмах поэзире) тунсӑх туйӑма, пусӑрӑнчӑк кӑмӑла, йывӑр шухӑша палӑртать, тӗслӗхрен:
Ушкӑн-ушкӑн шур пӗлӗт иртет...
Тӑлӑх хирте каҫ пулса килет.
Ҫӗр ҫумӗпе тусан вӗҫтерет...
Хирте пӗр тӗмеске пӗр-пӗччен...
Тӑпри ҫине пуснӑ вӗлтӗрен
(Ҫеҫпӗл М.).

28§. Цитатӑсенче нумай точкӑна цитата умӗнчи, варринчи е вӗҫӗнчи сӑмахсене сиктерсе хӑварнине кӑтартма лартаҫҫӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-10 10:55:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 291 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем